26 октября концерт артистов чувашской эстрады.

26 октября концерт артистов чувашской эстрады.

Туссем! Эсир ҫӗнӗ концертсем кӗтнине пӗлетӗп.
Йыхравсем кулленех килсе тӑраҫҫӗ. Чӗреренех савӑнтарать паллах ҫакӑ мана!
Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тӑван енре - Вӑрнарти культура ҫуртӗнче черетлӗ концерт иртӗ. Питӗ пӗлтерӗшлӗ маншӑн ҫак пулӑм. Шӑпах юратнӑ аннен ҫуралнӑ кунӗнче ирттерме палӑртрӑмӑр ӑна
Хамӑн репертуарти юрӑсемпе хавхалантарма васкатӑп сире Чӑваш эстрадин ытти юрӑҫисем те концерта хутшӑнса савӑнтарӗҫ.
Мӗн ачаранах маншӑн концертсене хутшӑнасси питӗ хаклӑ та пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Тӑван тӑрӑха таврӑнса юрӑ-кӗвӗ тӗнчинче пӗрремӗш утӑмсем тума пуҫланӑ сцена ҫине хӑпарма халӗ те яваплӑ та пӑлхануллӑ. Чӑтӑмсӑррӑн кӗтетӗп палӑртнӑ тӗл пулӑва



03 октября 2023
15:24
Поделиться